Ҫанталӑк пӑсӑлнӑ май Чӑваш Енре ӗнертенпе инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ЧР Министрсен Кабинечӗн район тата хула администрацийӗсемпе пӗрле асар-писер ҫанталӑк шар кӑтартнӑ пулӑма сирмелли ӗҫ хатӗрлемелле, инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтермешкӗн республикӑн резерв хыснинчен укҫа уйӑрмалла. Муниципалитетсене вара вӑйлӑ ҫил сиен кӳнӗ ҫуртсене юсама, ӳкнӗ йывӑҫсене тирпейлеме хушнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру режимӗ ятарлӑ хушу пуличчен тӑсӑлӗ.
Аса илтерер: Красноармейски районӗнчи Еншик Чулла ялӗнче шкул спортзалӗн, ФАП тӑрри сиенленнӗ. Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккассинче шкул тӑррине сӳнӗ, Тавай районӗнчи Турикас Тушкил ялӗнчи шкул ҫивиттине те ҫил илсе пенӗ.
Вӑрмар тата Пӑрачкав районӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчех палӑртнӑ. Юпасем, йывӑҫсем ӳкнӗрен 17 районти 3702 ҫурт электричествӑсӑр юлнӑ. Ӗнер ирхине электролинисене йӗркене кӗртсе пӗтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи вӑйлӑ ҫиле пула йывӑҫсем ӳкни, пӳрт ҫивиттисене сӳни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер те, паян та пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Вӑрмар тата Пӑрачкав районӗсенче инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑннӑ.
Вӑйлӑ ҫил Красноармейски районӗнчи Енник Чуллӑ шкулӗн ҫивиттине те вистенӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре общество транспорчӗн чарӑнӑвне ҫавӑрса пӑрахнӑ. Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта электричество пӑралукӗсене татса пӑрахнӑ, ҫӑмӑл автомашинӑсене сиен кӳнӗ. Вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче икӗ ҫын аманнӑ. Шар курнисене тухтӑрсем пулӑшнине пӗлтернӗ.
Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл алхаснине пула 12 район-хулара йывӑҫсене тӳнтерсе янӑ. Ҫут ҫанталӑкӑн усал вӑйӗ Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Муркаш, Пӑрачкав, Шупашкар, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи йывӑҫсем ӳкнӗ. Шупашкарта, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫутӑсӑр юлнӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсенче инкеке сирме ӗлкӗрнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкассинчи, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил шкулӗсен, хӑш-пӗр районти уйрӑм ҫын ҫурчӗсен ҫивиттисене вӑйлӑ ҫил сӳтсе кайнӑ.
Инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пӗлет тесе хыпарлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-службинче. Унтан та ытларах — яваплӑ службӑсене вӑл ҫине тӑрса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Кӑҫал Республика кунне ҫӗнӗлӗхсем кӗртесшӗн. Аса илтерер: уяв Шупашкарта тата Красноармейски районӗнче иртӗ.
Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ пулӗ, тепӗр кунхине Питӗрти Раҫҫей этнографи музейӗнчен илсе килнӗ курав уҫӑлӗ. Иртнӗ ҫулсенчи пек ачасен пӗрлештернӗ хорӗ юрлӗ, фейерверк вӗҫтерӗҫ.
Чапаев ячӗллӗ савут, «Сеспель» тата «Чӑвашторгтехника» предприятисем ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗнӗ производство хута ярӗҫ. Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри конференцисем иртӗҫ. Утӑ вӗҫӗнче-ҫурла пуҫламӑшӗнче Шупашкарти экономика канашлӑвӗ вырӑнне Китайри делегацие кӗтӗҫ, республика «Атӑл-Янцзы» проекта хутшӑнакансене йышӑнӗ.
«Регионсем – чикӗсӗр хутшӑну» форматне улӑштарӗ, вӑл кӑҫал Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. «Руҫ ӑстисем» Сӗнтӗрвӑрри хулинче иртӗ, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» вара – Шупашкартах.
Кӑҫал уяв вырсарникуна лекӗ, ҫавӑнпа канмалли куна тунтикуна куҫармӗҫ.
Республика кунӗ тӗлне республикӑри темиҫе предприятире ҫӗнӗ производствӑсем хута каймалла. Ҫакна паян иртнӗ йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин пӗлтернӗ. Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ савутра, Муркаш районӗнчи «Ҫеҫпӗл», Шупашкарти «Чӑвашторгтехника» предприятисенче ҫӗнӗ производствӑсем уҫма палӑртнӑ.
Аса илтерер, Республика кунӗ кӑҫал Шупашкарта тата Красноармейски районӗнче иртӗ. Уяв кунӗсенче «Регионсем — чикӗсӗр ӗҫтешлӗх» курав, фейерверксен фестивалӗ ӗҫлеттерме палӑртса хунӑ. Йӑлана кӗнӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале кӑҫал Сӗнтӗрвӑрри районӗнче уҫма палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Унтан вӑл Шупашкарти кӳлмеке куҫӗ. «Руҫ ӑстисем» конкурса хутшӑнакансем те хӑйсен пултарулӑхне районӗсенче пурӑнакансене кӑтартӗҫ, кайран ҫеҫ Шупашкара ҫитӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Акатуй пулӗ, 24-мӗшӗнче Хӗрлӗ лапамра Чӑваш Енри ачасен пӗрлештернӗ хорӗ юрлӗ. Уява концерт тата салют вӗҫлӗ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Красноармейски районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хӑйсен ирӗкӗпе чи малтан тухса кайнисене асра тытнине палӑртса кедр лартнӑ. Йывӑҫсем унччензи Трак ярмӑрккин территорийӗнче ӳсӗҫ. Кедрсене лартма Красноармейски тата Тракри вӑтам шкулсенче вӗренекенсем те нимеҫӗ пулса хутшӑннӑ.
Красноармейски район вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кедра Людмила Васильева хӑйӗн аслашшӗ ячӗпе лартнӑ. Ашшӗне, Илья Иванова, хисеплесе унӑн хӗрӗсем Раисӑпа Галина лартнӑ. Арҫын вӑрҫа 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тухса кайнӑ.
Хӑйне евӗр акцие хутшӑннӑ хастарсем капла мероприятисем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче тунӑ ҫӗнтерӗвӗн хакне, иртнӗ кун-ҫула асра тытма май парать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Паян Красноармейски районӗнчи Хусакассинче палӑк уҫӑлнӑ. Астӑвӑм паллине Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене хисеплесе вырнаҫтарнӑ. Палӑка уҫма тӳре-шара та хутшӑннӑ.
Палӑка уҫакан ял ҫыннисем патне Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫитнӗ. Вӑл паян Красноармейски районӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнӑ. Хусакассине вице-премьер район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Александр Кузнецовпа кайнӑ.
Хусакассинчен вӑрҫа 87 ҫын тухса кайнӑ, вӗсенчен 40-ӗшӗ ҫеҫ каялла таврӑннӑ. Пуҫне вӑрҫӑ хирӗнче хунисене асӑнса палӑк лартни вӗсене хисеп туни пулать те.
Ун пек палӑксем, сӑмах май, республикӑри тата ултӑ вырӑнта уҫӑлмалла. Ҫакна Сергей Артамонов пӗлтернӗ.
Краснормейски районӗнчи Карай ялӗнче пурӑнакан 30 ҫулти арҫын тата унӑн 23-ри пӗлӗшӗ пӳрт-вакун вӑрланӑшӑн суд сакки ҫине ларассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ют пурлӑха куҫ хывнисенчен пӗри, 30 ҫулти арҫын, Карай ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗччӗ.
Ырӑ мар ӗҫе туссем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тунӑччӗ. Муркаш районӗнче ларнӑ куҫса ҫӳрекен пӳрт-вакуна вӗсем Элӗк районне илсе кайнӑ.
Пурлӑх хуҫине, ял хуҫалӑх кооперативне, 210 пин тенкӗлӗх, сиен кӳнӗ.
Пӳрт-вакуна вӑрланисен тӗлӗшпе суд пулнӑ. Арҫынсем унччен айӑпланманнине, пурлӑха хуҫине тавӑрса панине, хуҫи те вӗсене каҫарнине кура пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Арҫынсене суд иккӗшне 30-шер пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Красноармейски районӗн администрацийӗн ертӳҫипе Александр Кузнецовпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.
Кӑҫал Республика кунне муниципалитетра ирттерӗҫ. Район республика ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫавна май Красноармейски районӗн инфратытӑмне аталантарама муниципалитет 10 млн гранта тивӗҫнӗ.
«Республика уйӑрнӑ укҫасене тӑкаклассипе мӗнпур конкурссене йӗркелесе ирттернӗ. Бюджет тухӑҫлӑхӗ 1,7 млн танлашрӗ. Вӑл укҫапа тротуарсем сарма, ачасем валли ятарлӑ вырӑнсем хута яма плана кӗртсе хӑварнӑ», – ӑнлантарнӑ Александр Кузнецов.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Александр Кузнецовпа калаҫнӑ май Республика кунне ирттерме районти ӑнӑҫлӑ усламҫӑсене те явӑҫтарма чӗнсе каланӑ.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере Сӑр юханшывӗнчен тухнӑ шывра, вӑрман хӗрринче, арҫын виллине тупнӑ. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пулӑҫ ахӑртнех.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-службинчен кун пирки официаллӑ хыпар ҫук. Кун пирки «Про Город» хаҫата йӗрке хуралне ҫывӑх ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ.
Кунашкал пӑтӑрмах паян Красноармейски районӗнче те пулнӑ. Тусай ҫывӑхӗнчи пӗвере 69 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. Ӑна ял ҫыннисем асӑрханӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Арҫын пулла кайнӑ-мӗн, тетелте ҫыхланса ларса путнӑ. Водолазсем унӑн виллине ирхине туртса кӑларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |